
Чӑваш наци вулавӑшӗн православи кӗнекин «Радонеж» центрӗнче Сӗнтӗрвӑрри епархийӗн епископӗ Игнатий (Суранов) чӑвашла тухакан хаҫат-журналсенче ӗҫлекен журналистсемпе ҫавра сӗтел ирттернӗ. Пуҫтарӑннисене вулавӑш директорӗ С.М. Старикова саламланӑ.
Игнатий Владыкӑна пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче епископа лартнӑ, ҫакна Мускаври Ҫӑлакан Христос чиркӗвӗнче чысланӑ. Шупашкар тата Чӑваш митрополине ертсе пыракан Варнава митрополит ӑна издательство тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайсене ертсе пыма хушнӑ.
— Чӑваш хаҫачӗсемпе журналӗсем православи чиркӗвӗн ӗҫӗ-хӗлне тӑтӑш ҫутатаҫҫӗ, тӗн кӗнекисем те тухсах пыраҫҫӗ, — палӑртнӑ Игнатий Владыка. — Паллах, ҫак ӗҫре йывӑрлӑхсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Журналистсене тата редакторсене тӗн пӗлӗвӗ ҫитменни тата чӑвашла терминсене тӗрӗс куҫарма пӗлменни чӑрмантарать. Ҫак ӗҫре эпир сирӗнпе таччӑнрах ӗҫлесшӗн. Йӑнӑшсем ан кайччӑр, чиркӳ вӗрентӗвне пӑсас марччӗ тесе тимлесшӗн эпир. Ҫитес вӑхӑтра тӑтӑш усӑ куракан терминсен стандартне хатӗрлесе сирӗн пата ҫитересшӗн.
Ҫавра сӗтеле хутшӑннисем чӑвашла Библие тепӗр хут пичетлесе кӑларас, чӑваш орфографии словарӗнче тӗн сӑмахӗсене тата пӗлтерӗшӗсене тӗрӗс ҫырас, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн передачисенче чиркӳ пурнӑҫне тата анлӑрах ҫутатас ыйтусене хускатнӑ.

«Халӗ, ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен айланнӑ тапхӑрта, татса памалли ыйту чылай пирӗн. Ҫакӑ информаци сахаллипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсем хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене питӗ кая юлса илсе килеҫҫӗ. Психиатрсенчен пулӑшу ыйтма маларах пырсан чылайӑшне сыватма та май килӗччӗ. Ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: психиатрсем патне кайма вуҫех хӑрамалла мар», — тенӗ Дон ҫинчи Ростоври центрӑн ертӳҫи Ольга Бухановская паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта иртнӗ ҫавра сӗтелте. Унта тӗрлӗ регионти психиатри пульницисен тӗп тухтӑрӗсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемпе облаҫсен тӗп психиатрӗсем хутшӑннӑ.
«...Психиатри – чи кӑткӑс специальноҫсенчен пӗри, ҫавӑнпах ку енӗпе ӗҫлекен тухтӑрсен йышӗ ҫулран-ҫул чакса пырать», — палӑртнӑ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп психиатр Ринат Валинуров. Канашлура вӗсем шӑпах ҫак ыйтусене татса памалли майсене тишкернӗ.

Ӗнӗр, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен III «Асам» кинофестивальне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. Аса илтерер, кӑҫалхи фестиваль чӳк уйӑхӗнче иртрӗ. Ӑна ҫав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупрӗҫ. Ӑна уҫма та, хупма та унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр, хальхи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне, пуҫтарӑннӑччӗ.
«Асам» кинофестивале пӗтӗмлетнӗ май ӑна ирттерме укҫа уйӑрса пулӑшма килӗшекен чӑваш усламҫисем ҫуккишӗн пӑшӑрханса калаҫрӗҫ. Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков нумай та мар, 3 пин ҫеҫ ыйтнине пӗлтерчӗ. Пӗрех укҫа уйӑрма килӗшекенсем ҫукпа пӗрех пулнӑ. Юрать, чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов пулӑшнӑ, Вӑрмар районӗнчи «Енӗш» фермер хуҫалӑхӗ, ятне кӑтартма ыйтман тепӗр усламҫӑ.

Пирӗн ҫӗршывра кӑҫал пуҫласа юридици диктантне ҫырӗҫ. Ӑна Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн йӗркелет. Хӑйне евӗр акцин тӗп тӗллевӗ — ҫынсен юридици пӗлӗвне тӗрӗслесси.
Пӗтӗм Раҫҫейри юридици диктанчӗ раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехетре пуҫланать. «Апла пулсан, Хабаровскра 17 сехетре парттӑ умне ларӗҫ, Калининградра — ирхи 9-та», — хыпарлать кун пирки «Российская газета» хаҫат.
Раҫҫейри Юристсен ассоциацийӗн правленийӗн ертӳҫи Владимир Груздев ҫынсен грамматика йӑнӑшне мар, право ӑс-тӑнне хаклассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре ку диктанта ӑҫта тата епле ирттересси пирки ӑнлантарса панине хальлӗхе асӑрхама май килмерӗ. Ӗнер юристсемпе иртнӗ «ҫавра сӗтелте» ку диктант пирки те асӑннӑ.

Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова ертсе пынипе юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Межрегиональное сотрудничество Тюменской области и Чувашской Республики» (чӑв. Тӗмен облаҫӗпе Чӑваш Республики регионсем хушшинче килӗштерсе ӗҫлесси) ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта Тӗмен, Иркутск, Тамбов облаҫӗсенчи наципе культура автономийӗсен, Тӗмен облаҫӗнчи, Чӑваш Республикинчи организацисен пайташӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Мероприятире Чӑваш Республикин экспорт тата инвестици хӑватне хӑтланӑ. Чӑваш Республикинчи «Агромашхолдинг», «СПД «БИРС», «Техмашхолдинг», «Промэнерго» обществӑсем, Чӑваш Республикинчи усламҫӑсен клубӗ хӑйсен предприятийӗсем, ӗҫӗ тата туса кӑларакан продукци ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательстви авӑн уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче Азербайджанӑн тӗп хулинче Бакура иртекен Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравне хутшӑнӗ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Кӗнеке куравӗн программине тӗплӗ хатӗрленӗ иккен. Унта тӗнчери тӗрлӗ издательство хӑйӗн кӗнекисемпе, ытти продукципе паллаштарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем хӑйсен ҫӗнӗ кӗнекисене презентацилӗҫ, «ҫавра сӗтел» хушшинче кӗнеке кӑларассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Курав-ярмӑрккӑна тӗрлӗ ҫӗршыври 30 ытла издательство хутшӑнассине каласа хунӑ та ӗнтӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн кӗнекеҫӗсем хӑйсен ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе пирвайхи кунах паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче Юрий Ювенальевӑн, Елена Еньккан, Василий Каховскин, Зоя Трифоновӑн кӗнекисене, ытти кӑларӑма кӗртнӗ.

Чӑваш Енре туризм эрнелӗхӗ ирттерме палӑртнӑ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери туризм кунӗпе килӗшӳллӗн авӑн уйӑхӗн 21–27-мӗшӗсенче иртӗ.
Туризм эрнинче ҫавра сӗтелсем, семинарсем, пресс-турсем, хӑтлавсем пулӗҫ, экскурсин ҫӗнӗ маршручӗсемпе паллаштарӗҫ.
Тематика лапамне регионти туризм пӗрлӗхӗн элчисем, Чӑваш Ен ҫыннисем пухӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта Раҫҫейри ытти регионти хӑнасем хутшӑнӗҫ.
«Чӑваш Енри туризм эрни» мероприятипе килӗшӳллӗн, республика влаҫӗн тата бизнес-сообществӑн элчисен анлӑ ларӑвӗ иртӗ. Ҫавӑн пекех «Чӑваш Республикинчи туриндустри лидерӗсем — 2016» конкурса пӗтӗмлетӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫавра сӗтел ирттересси пирки хыпарлать. «Проблемы изучения чувашского искусства» (обсуждение книги В.А. Васильева «Алексей Афанасьевич Кокель. 1880-1956. Жизнь и творчество»)» (чӑв. «Чӑваш ӳнерне тӗпчессинчи ыйтусем (В.А. Васильенвӑн «Алексей Афанасьевич Кокель. 1880-1956. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» кӗнекене сӳтсе явни)») ят панӑскер ҫӗртмен 13-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла.
Ҫавра сӗтел гуманитари институтӗнче иртӗ. Институт Шупашкарти Мускав проспекчӗн 29 ҫурт, 1-мӗш корпус адреспа вырнаҫнӑ. Унта ҫитме «Студентсен хули» чарӑнура тухмалла.

Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейре иртекен «СТОП ВИЧ/СПИД» акцие хутшӑннӑ. Республикӑри спорт обществисем те ҫак акцие хастар хутшӑннӑ. Ҫынсем ятарлӑ хештегпа халӑх тетелне сӑнӳкерчӗксем кӑларса хунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче СПИДран вилнӗ ҫынсене асӑнса пӗтем тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Унран пирӗн спортсменсем те айккинче юлман.
Республикӑри спорт шкулӗсенче эрне тӑршшӗпех ҫавра сӗтелсем, калаҫусем, ытти мероприяти иртнӗ. Спортсменсем халӑх тетелӗсенче #стопвичспид хештегпа паллӑ туса сӑнӳкерчӗксем кӑларса хунӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри флешмоба кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли акци хештегне пичетелесе кӑлармалла та унпа сӑн ӳкерӗнмелле, ӑна халӑх тетелне кӑларса хумалла.

Наци вулавӑшӗнче ӗнер чӑвашсене ҫутта кӑларас ӗҫре тата чӑваш чӗлхипе культурин тӗпчевне самай вӑй хунӑ виҫӗ ҫынна халалласа ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. Ҫак чыса Николай Ильминский (ҫуралнӑранпа 195 ҫул ҫитнӗ), Николай Поппе (ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет) тата Константин Прокопьев (ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ) тивӗҫрӗҫ. Николай Ильминский чӑвашсене ҫутта кӑларас енӗпе (тӗн сулӑмӗпе) палӑрнӑ, Николай Поппе пирӗн чӗлхене тӗпченипе тата тӗнче шайне кӑларнипе. Прокопьев Константин Прокопьевич вара, пуп пулса ӗҫлесе, чӑвашсен йӑли-йӗркисене тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Ҫавра сӗтелте кашни пирки тӗплӗн каласа пачӗҫ. Атнер Хусанкай Ильминский пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, Геннадий Дегтярёв — Николай Поппен кун-ҫулӗпе, Георгий Матвеевпа Алексей Симулин — Константин Прокопьевӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе. Ҫавӑн пекех хӑйсен шухӑшӗсемпе Виталий Станьял, Николай Егоров, Сергей Щербаков, Дмитрий Басманцев паллаштарчӗҫ.
Тухса калаҫакансен сӑмахӗпе туллин аудиофайлта паллашма май пур:
